Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен. Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ. Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать. Вара йӗкӗрешсем ҫураличченех, ырӑ е усал тума ӗлкӗричченех Турӑ Ревеккӑна: «Асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ», – тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ачасене ӳссессӗн тӑвас ӗҫӗсене кура мар, Хӑй суйласа илнӗ. Унӑн, Чӗнекенӗн, ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. Ӗмӗрсем пуҫланичченхи ҫав шухӑшне Турӑ вара Христос Иисус урлӑ, пирӗн Хуҫамӑр урлӑ, пурнӑҫланӑ. Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар.
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода