Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. Йӑваш та сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса-каҫарса пурӑнӑр. Пирӗн вара чӑнлӑха пӗлтерсе, юратса чун-чӗрепе Ун патнелле ӳссе ҫӗкленмелле; Христос вӑл – Пуҫ. Пӗтӗм Ӳт-пӗвӗн – Чиркӗвӗн – тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм Ӳт-пӳ пӗрлӗхлӗ, Ӳт-пӗвӗн кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлет. Пуҫа пула вара пӗтӗм Ӳт-пӳ юратулӑхра ӳссе, хӑйне хӑй аталанса пырать. Халӗ вара, Христос Ӳт-пӗвӗ урлӑ, Унӑн вилӗмӗ урлӑ Турӑ сире Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ. Ҫакна Вӑл сире Хӑйӗн умне сӑваплӑ та таса, айӑпсӑр тӑратасчӗ тесе тунӑ. Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ.
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода