Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ. Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ. Малтанах палӑртса хунисене Вӑл чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисене Вӑл тӳрре кӑларнӑ. Тӳрре кӑларнисене вара мухтава та кӑларнӑ. Ҫакӑн пирки тата мӗн калама пулать-ха? Турӑ пире майлӑ пулсан пире хирӗҫ кам тӑрайӗ? Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода