Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Иуды
1
Параллельные места
Усӑсӑр тавлашусем пӑсӑк ӑслӑ ҫынсем хушшинче сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем, чӑнлӑха ҫухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унашкаллисемпе ан ҫыхлан. Эй, тӑванӑмсем! Эсир, мухтавлӑ Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсем, ҫынна кам пулнине кура ан хаклӑр. Енчен те эсир ҫын камне пӑхатӑр пулсан ҫылӑха кӗретӗр, Турӑ саккунӗпе айӑплӑ пулатӑр. Ӳт-пӳ хистенин пӑсӑклӑхӗ хыҫҫӑн каякансемпе, тӳпери влаҫсене ним вырӑнне те хуманнисемпе мӗн тумаллине вара Турӑ тата лайӑхрах пӗлет. Ҫавнашкаллисем чӑрсӑрланма, кутӑнлашма юратаҫҫӗ, ҫӳлти ангелсене хурлама та именмеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен хӑпартланчӑк пуш сӑмахӗсемпе йӑнӑш ҫул ҫинчен анчахрах пӑрӑннисене ӳт-пӳ хистенин аскӑнлӑхне ҫаклатаҫҫӗ.
Иуды
1
Выбор основного перевода