Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Иуды
1
Параллельные места
Ҫакна пӗлсе тӑр: юлашки кунсенче йывӑр вӑхӑтсем ҫитӗҫ. Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ. Ун чухне ҫынсем каҫарма пӗлми, элекҫӗ, хӑйсене чарайми, хаяр, ыррине курайми пулӗҫ. Вӗсем сутӑнчӑк, сӗмсӗр, каппайчӑк пулӗҫ; Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ. Вӗсем Турра хисепленҫи тӑвӗҫ, анчах та ӑшра хисеплемӗҫ. Эсӗ вӗсемпе ан ҫыхлан. Унашкаллисем ют кил-йыша йӑпшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ те ҫӑмӑлттай хӗрарӑмсен ӑс-хакӑлне тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмӗсем те тӑрлавсӑр кӑмӑлӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Вӗсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӗрентӳсем хыҫҫӑн хӑваласа чӑнлӑх мӗнне пӗлеймесӗрех юлаҫҫӗ. Ианнийпе Иамврий Моисея епле хирӗҫленӗ, ҫав суя вӗрентӳҫӗсем те ҫаплах чӑнлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӑсӑк ӑслӑ, чӑн ӗненӳ мӗнне те пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем тӳрӗ ҫултан пӑрӑнса, ҫӗтсе кайнӑ. Вӗсем Восор ывӑлӗн Валаамӑн йӗрӗпех пыраҫҫӗ. Валаама вара тӳрӗ мар ӗҫшӗн илес парне илӗртнӗ. Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ. Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ.
Иуды
1
Выбор основного перевода