Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Иуды
1
Параллельные места
Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ. «Манӑн Ҫӳлти Аттем акман кирек епле ӳсен-тӑран та кӑкланӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус. Тата ҫакна каламалла: эсир пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулин те, ҫакна Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апатне туни теме ҫук. Мӗншӗн тесен кашниех харпӑр хӑй апатне часрах ҫисе ярасшӑн. Ҫапла вара пӗри выҫах юлать, тепри тутӑ та хӗрӗнкӗ. Сирӗн килӗрсем ҫук-им? Килте ӗҫсе-ҫиейместӗр-им? Е Туррӑн чиркӗвне ним вырӑнне те хумастӑр-и? Ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗнех калам? Сире ҫакӑншӑн ырлам-и? Ырламӑп. Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ. Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ. Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем типӗ ҫӑл пек, ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт пек: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗм-тӗттӗм вырӑн хатӗр.
Иуды
1
Выбор основного перевода