Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ.
Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем типӗ ҫӑл пек, ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт пек: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗм-тӗттӗм вырӑн хатӗр.