Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Иуды
1
Параллельные места
Ҫавӑнпа та калатӑп сире: асӑрханмасӑр каланӑ кашни сӑмахшӑн суд кунӗнче ҫынсен явап тытмалла пулӗ. «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ. Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли, Турра хисеп туманнисемшӗн ӳлӗмрен тӗслӗх пултӑр тесе, Вӑл Содомпа Гоморра хулисене тӗп тумашкӑн айӑпланӑ, ҫунтарса янӑ. Анчах та Вӑл тӳрӗлӗхлӗ Лота, виҫесӗр аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса йӑлӑхнӑскере, хӑтарнӑ. (Мӗншӗн тесен вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене курса-илтсе пурӑннӑран ҫак тӳрӗ ҫыннӑн таса чунӗ куллен асапланнӑ.) Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.
Иуды
1
Выбор основного перевода