Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫак сӗнӗве пухӑннисем пурте ырланӑ. Вара вӗсем ҫирӗп ӗненекен, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Стефана, унпа пӗрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланӑ. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тӗнне тытса пынӑ пулнӑ. Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ. Эсӗ вара пур тӗлӗшӗнчен те тимлӗ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпар сар, хӑвӑн тивӗҫе пурнӑҫла. Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк пулнӑ. Вӑл питӗ ватӑлса ҫитнӗ, хӑйӗн упӑшкипе Анна ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ. „Юлашки кунсенче, – тесе калать Турӑ, – Хамӑн Сывлӑшӑма пур ҫын ҫине те ярӑп. Сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫа пуҫлӗҫ. Сирӗн ҫамрӑкӑрсем тӗрлӗрен курӑнусем курӗҫ. Сирӗн ватӑ ҫыннӑрсене тӗлӗкре вӑрттӑнлӑх уҫӑлӗ.
Выбор основного перевода