Асире вӑхӑта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Ефеса кӗрсе тӑрас темерӗ. Мӗншӗн тесен, ӗлкӗрейсен, аллӑмӗш кун уявӗ тӗлне вӑл Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.
Мана Турӑ Ҫуртӗнче тасалу йӑлине туса ирттернӗ хыҫҫӑн тытрӗҫ. Унта нимле халӑх таврашӗ те, нимле шӑв-шав та пулман.
Ҫавӑншӑн мана иудейсем Турӑ Ҫуртӗнчех ярса тытрӗҫ те вӗлересшӗн пулчӗҫ.