Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ. «Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын. Эсир Турӑшӑн тӑрӑшатӑр, анчах та ҫакна шухӑшласа тумастӑр тесе эпӗ Израиль ҫыннисене ҫирӗплетсех калатӑп. Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ.
Выбор основного перевода