Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапла вара, янӑ ҫынсем Антиохине ҫитнӗ те, халӑха пухса, ҫырӑва вӗсене панӑ. Павел ӑна хӑйпе пӗрле илме кӑмӑл тунӑ. Ҫав тӑрӑхри иудейсем Тимофей ашшӗ грек пулнине пурте пӗлсе тӑнӑран, иудейсене юрас тесе, вӑл Тимофея хӑй патне илсессӗнех унӑн ӳтне кастарнӑ. Хӑйсем ҫапла кӑшкӑра пуҫланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Пулӑшӑр! Ҫак ҫын пур ҫӗрте те хамӑра хирӗҫле, хамӑр саккуна хирӗҫле, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле вӗрентӳ сарса ҫӳрет. Ҫитменнине вӑл халӗ тата, Турӑ Ҫуртне грексене ертсе килсе, ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ!» Хавшак ӗненӳллӗ ҫынна хӑвӑр йыша илӗр, анчах та ӑна шухӑшӗсемшӗн ан ӳпкелӗр. Кам та кам хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳт кастарнӑ, ҫавӑ ӳт кастарнине ан пытартӑр; кам та кам ӳт кастарман, ан кастартӑр. Ӳт кастарни, ӳт кастарманни пекех, ниме те пӗлтермест. Чи кирли – Турӑ пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнасси. Иудейсене Христос майлӑ ҫавӑрас тесе эпӗ иудейсемпе иудей пек пултӑм, Моисей саккунне пӑхӑнакансене ҫӑлас тесе саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм. Вара вӗсем манпа пӗрле пынӑ Тита та, вӑл грек пулин те, ӳт кастарма хистемерӗҫ.
Выбор основного перевода