Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ. Павел ура ҫине тӑнӑ та, аллипе паллӑ парса, ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем, эй, Турӑран хӑракансем, итлӗр! Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Вӑл, аллипе паллӑ кӑтартса, халӑха шӑпланма ыйтнӑ. Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр. Вара мана еврейла калаҫакан сасӑ илтӗнчӗ. „Эй, Савл, Савл, – терӗ ҫав сасӑ, – эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ“.
Выбор основного перевода