Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Петр, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, халӑх пуҫлӑхӗсемпе Израилӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем! Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ. Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ». Петр ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ хушӑрах вӑл вӗрентнине итлесе тӑракан мӗн пур ҫын ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Святой Сывлӑш тивлечӗ урӑх халӑх ҫыннисем ҫине те аннӑ. Ҫавна курсан Петрпа пӗрле унта пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнсех кайнӑ. Мӗншӗн тесен лешсем унччен хӑйсем пӗлмен чӗлхесемпе Турра мухтанине вӗсем илтнӗ. Вара Петр каланӑ: Вара Павел тесе те чӗнекен Савл, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, ӑна куҫранах ҫапла каланӑ: Вӗсен вӗренекенӗсен чун-чӗрисем вара савӑнӑҫпа, Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ. Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ. Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать. Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «„Ҫак халӑхпа ют чӗлхепе, урӑх халӑх ҫыннисен чӗлхи-ҫӑварӗпе калаҫӑп, ун чухне те вӗсем Мана итлемӗҫ“, – тет Хуҫа Турӑ».
Выбор основного перевода