Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. Ҫапах та, тӑванӑмсем, эсир, хӑвӑр пуҫлӑхсем пекех, пӗлмен пирки Иисусран туннине ӑнланатӑп. Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те. Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр. Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ. Анчах та Филипп Турӑ Патшалӑхӗпе Иисус ячӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернине илтсен арҫынсем те, хӗрарӑмсем те унӑн ӳкӗтне ӗненсе шыва кӗнӗ. Мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗрин ҫине те Святой Сывлӑш анман пулнӑ-ха, вӗсене Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва ҫеҫ кӗртнӗ пулнӑ. Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“.
Выбор основного перевода