Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «„Ҫак халӑхпа ют чӗлхепе, урӑх халӑх ҫыннисен чӗлхи-ҫӑварӗпе калаҫӑп, ун чухне те вӗсем Мана итлемӗҫ“, – тет Хуҫа Турӑ».
Пӗтӗм чиркӳ пӗрле пуҫтарӑнса пӗлмен чӗлхесемпе калаҫнӑ чухне унта ахаль ҫынсем е ӗненменнисем пырса кӗрес пулсан мӗн калӗҫ? «Кусем ӑсран тайӑлнӑ», – темӗҫ-и?