Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ». Этем Ывӑлӗн малтанах палӑртнӑ ҫулне утса тухмаллах, анчах та Ӑна тытса паракана хуйхӑ пулӗ». Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр. Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те. Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ. Тӗнчене пултаричченех Ӑна парнелӗхе палӑртса хунӑ, анчах та сире ҫӑлмашкӑн Вӑл юлашки вӑхӑтсенче ҫеҫ ҫӗр ҫине килнӗ.
Выбор основного перевода