Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Пирӗн мӗн тумалла ӗнтӗ?» – тесе ыйтнӑ унран халӑх. Налук пухакансем те Иоанн патне шыва кӗме пынӑ. Вӗсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, пирӗн мӗн тумалла-ши?» Салтаксем те унран ыйтнӑ: «Пирӗн тата мӗн тумалла?» Иоанн хуравланӑ: «Кӳрентерсе, суйса айӑпласа никам укҫине те ан хапсӑнӑр, хӑвӑра мӗн чухлӗ шалу панипе ҫырлахӑр». «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. Унтан, вӗсене тӗрмерен ертсе тухсан, ҫапла каланӑ: «Эй, хисеплӗ ҫыннӑмсем! Ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тумалла ӗнтӗ?»
Выбор основного перевода