Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Деяния
Параллельные места
«Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ. Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ. Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ. Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ. Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет. Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ, ҫынсене курӑнмалла турӗ.
Выбор основного перевода