Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Деяния
Параллельные места
Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ. – Платник ывӑлӗ ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Унӑн Амӑшӗ Мария ятлӑ вӗт-ха? Иаков, Иосий, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара? Иисуса паллакансем тата Унпа пӗрле Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ. Галилейӑран Иисуспа пӗрле пынӑ хӗрарӑмсем те Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн ӳтне тупӑклӑха епле хунине сӑнаса тӑнӑ. Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман, Ҫавӑн чухне тӑванӗсем Ӑна каланӑ: «Текех кунта ан юл. Ху тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫӳсене вӗренекенӳсене кӑтартма Иудейӑна кай. Мӗншӗн тесен паллӑ ҫын пулас текен хӑйӗн ӗҫӗсене вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан эппин Хӑвна тӗнчене кӑтарт». Тӑванӗсем те Ӑна ӗненмен. Аллӑмӗш кун уявӗ ҫитсен, вӗсем пурте пӗрле пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пухӑннӑ. Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ.
Выбор основного перевода