Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Деяния
Параллельные места
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм. Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ. Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.
Выбор основного перевода