Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Деяния
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ. «Иисуса сутнӑшӑн эсир мана мӗн парӑр?» – тенӗ Иуда вӗсене. Лешсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа сӗннӗ. Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ. «Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл». Вара Иуда кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртӗнче пӑрахнӑ та хӑй кайса ҫакӑнса вилнӗ. Аслӑ священниксем, пӑрахнӑ укҫана пуҫтарса, ҫапла каланӑ: «Ку – юн укҫи, ҫавӑнпа ӑна Турӑ Ҫурчӗн укҫа арчине хума юрамасть». Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем ютран килнӗ ҫул ҫӳрекенсем валли масар вырӑнӗ тума ҫав укҫапа пӗр чӳлмекҫӗрен ҫӗр илнӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ. Ҫапла вара Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Израиль ывӑлӗсем вӑтӑр кӗмӗл укҫалӑх Хакланине ҫавӑн чухлӗ укҫаллах илчӗҫ. Хуҫа Турӑ мана пӗлтернӗ пекех, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ».
Выбор основного перевода