Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Деяния
Параллельные места
Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн, Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей, Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ. Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симон – Иисус ӑна Петр тесе ят панӑ; Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн – Иисус вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ачисем» тени пулать; Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ. Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон, Иаков ывӑлӗ Иуда тата Иуда Искариот. Ҫакскер кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ. Унтан Иисус вӗренекенӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пынӑ. Вара аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ. Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ. Вӗренекенӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та питӗ савӑнса Иерусалим хулине тавӑрӑннӑ. Ҫав кунран пуҫласа вӗсем ялан Турӑ Ҫуртӗнче пулнӑ, ялан Турра аслӑласа мухтанӑ. Аминь.
Выбор основного перевода