Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ. Таса чунлисем телейлӗ, вӗсем Турра курӗҫ. Хире-хирӗҫле юратулӑх тивӗҫӗсӗр пуҫне, никама та нимӗнпе те парӑмлӑ ан пулӑр. Ҫынна юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать. Юратулӑх ҫывӑх ҫынна усал тумасть. Ҫапла вара, юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан канӑҫлӑх тата ӗненӳллӗ юратулӑх пултӑр сире, тӑванӑмсем. Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл. Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода