Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Эсир Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пуху пуҫтарӑр, чун-чӗмпе унта эпӗ те пулӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫитсессӗн ҫав ҫыннӑн чунӗ ҫӑлӑнтӑр тесен, эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗпе ҫав ҫынна, ӳт-пӗвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парӑр. Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ. Тата чиркӳ пуҫлӑхӗ ҫинчен чиркӗве ҫӳременнисем те ырӑпа калаҫчӑр. Ун пирки япӑх калаҫсан унӑн шуйттан танатине лекмелле пулӗ. Вӗсен сӑмахӗ рак чирӗ пек сарӑлӗ. Именейпе Филит та ҫавнашкалах чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ. Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода