Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ. Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ. Анчах та ҫул ҫинче, Дамаска ҫитесси инҫех те мар юлсан, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ. Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Эй, Савл, Савл! Эсӗ мӗншӗн Мана хӗсӗрлетӗн?» – текен сасӑ илтӗннӗ. «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. Савлпа пӗрле пыракан ҫынсем никам курӑнмасӑрах сасӑ илтӗннӗрен шак хытса кайнӑ. Унтан Савл ура ҫине тӑнӑ, анчах куҫӗсем уҫах пулин те, нимӗн те курман. Вара ӑна Дамаска аллинчен ҫавӑтса илсе кайнӑ. Виҫӗ кун хушши вӑл нимӗн те курман; ҫимен те, ӗҫмен те. Дамаскра Анания ятлӑ пӗр ӗненекен пурӑннӑ. «Анания», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр куҫа курӑнса. «Турӑҫӑм, эпӗ Санӑн умӑнта», – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Тӑр та Тӳрӗ урама кай. Ҫав урамри Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине ыйт. Вӑл халӗ кӗлтӑвать. Хӑй патне Анания ятлӑ пӗр ҫын пырасси, ҫав ҫын алӑ хурсассӑн тин куҫӗ куракан пуласси ӑна ӗнтӗ курӑнчӗ». «Турӑҫӑм! – тенӗ Анания, – эпӗ Савл ҫинчен, вӑл Иерусалимри Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтнӗ. Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур». Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ. Туррӑн чиркӗвне хӗсӗрленӗрен эпӗ хама апостолсенчен чи хисепсӗрри, апостол ятне те тивӗҫсӗрри тесе шутлатӑп. Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ. Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп. Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм. Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ. Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм, Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм, Турӑ шухӑшне пурнӑҫламашкӑн – хама сирӗншӗн шанса панӑ Турӑ сӑмахне пӗлтерсе ҫитермешкӗн – эпӗ Чиркӳшӗн ӗҫлекен ҫын пулса тӑтӑм.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода