Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ». „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, – тенӗ вӗт Ҫырнинче. Кайӑр та ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнкарса илме тӑрӑшӑр. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ». Ҫакна илтсен Иисус вӗсене: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ», – тенӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ». Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ. Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ. Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ. Сӑмахӑм тӗрӗс, ӑна пурте тӗппипех йышӑнма тивӗҫ. Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ. Ҫак сӑмахсем чӑн: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрлех чӗрӗлӗхлӗ пулӑпӑр. Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода