Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать. Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ. Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн пӗртен-пӗр, хӑватлӑ, ырӑлӑхлӑ патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи тӗнчене Христоса ярӗ. Эппин Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн ан вӑтан. Манран та, Уншӑн тӗрмере лараканскертен, ан имен. Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн асап курасран ан хӑра, мӗншӗн тесен Турӑ пире вӑй парсах тӑрать. Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ.
1. Тимофею
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода