Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Хӑвӑр хушшӑрта пӗр шухӑшлӑ пулӑр, пуҫ каҫӑртса ҫӳрес вырӑнне йӑвашшисем пек пулма тӑрӑшӑр, хӑвӑра мӑнна ан хурӑр. Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх. Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр. Эсир те, кӗҫӗннисем, аслисене итлӗр. Вара пурте, пӗр-пӗрне итлесе, пӗр-пӗринпе сӑпайлӑ та йӑваш пулӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ мӑн кӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене Хӑйӗн тивлетне парать.
Выбор основного перевода