Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Айӑпа кӗнишӗн хӗненине чӑтӑмлӑн тӳсетӗр пулсан, сире мӗн мухтамалли пур? Анчах та ырӑ тунишӗн нуша куратӑр, тӳсетӗр пулсан – ҫакӑ Турра юрӑхлӑ. Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче нимӗнле ултав та пулман. Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ. Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ. Сире Христос ячӗшӗн хурлаҫҫӗ пулсан, эсир телейлӗ, эппин, сирӗнте мухтав Сывлӑшӗ, Святой Сывлӑш пур. Вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир – мухтава кӑларатӑр. Сирӗнтен пӗрин те вӗлерсе е вӑрласа, е усал туса, е ҫынӑнне хапсӑнса айӑпланмалла ан пултӑрччӗ ҫеҫ. Христианин пулнӑшӑн тӳсетӗр пулсан, ан вӑтанӑр. Вӑтанас вырӑнне, ҫапла шӑпа пӳрнишӗн Турра мухтӑр. Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ? Тӳрӗ пурӑнакан ҫын аран-аран ҫӑлӑнса юлаять пулсан, Турра хисеплеменнине, ҫылӑхлине мӗн кӗтет? Эппин, Турӑ ирӗкӗпе асап тӳсекенсем чунӗсене Хӑй сӑмахне тытакан Пултаракана шанса паччӑр, малашне те ырӑ тусах пурӑнччӑр.
Выбор основного перевода