Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе, пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ. Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ. Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.
Выбор основного перевода