Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ. Ҫавӑнпа та, савнӑ тусӑмсем, ӑс-тӑнӑра ҫивӗчлетӗр, сыхӑ пулӑр. Иисус Христос тепре килсессӗн хӑвӑр ырӑлӑх илессе ҫирӗп шанӑр. Ҫын кам пулнине кура мар, ӗҫне кура Хаклакана Атте тетӗр пулсан, хӑвӑршӑн ют тӗнчере Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса пурӑнӑр. Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра. – Тӳрӗ мар ҫын усал тусах пурӑнтӑр, ирсӗрри татах ирсӗрлентӗр. Тӳрӗ ҫын ырӑ тусах пурӑнтӑр, сӑвапли тата сӑваплӑрах пултӑр».
Выбор основного перевода