Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ҫапла вара, эсӗ Турра парне кӳмелли вырӑна пырсан, тӑвану сана кӳреннине аса илсен, парнӳне унтах, парне вырӑнӗ умӗнчех, хурса хӑвар та тӑванупа кайса ҫураҫ. Вара тин тавӑрӑнса парнӳне кӳр. Хупа судлашас текенпе ҫул ҫинчех ҫураҫ. Ахальлӗн вӑл сана судья аллине парӗ, судья сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ. Чӑн калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн». Упӑшкин арӑмне юратса пурӑнмалла, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшкине юраттӑр. Эй, арҫынсем! Арӑмӑрсене Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӑр, Вӑл Чиркӳшӗн Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Эсир те, упӑшкисем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе кӑра ан пулӑр. Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек, ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн ан кайӑр, сирӗнтен кашниех тӳрӗ те чыслӑ пултӑр.
Выбор основного перевода