Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ӗненекенсем ҫак тӗнчене суд тӑвассине пӗлместӗр-им? Тӗнчене суд тӑваканӗсем эсир пулатӑр пулсассӑн, чылай пӗчӗкрех ӗҫсене хӑвӑрах суд тума тивӗҫ мар-и? Эпир ангелсене те суд тӑвасса пӗлместӗр-им? Пурӑнан пурӑнӑҫри ӗҫсене те хамӑр тӗллӗн татса параймастпӑр-и? Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм. Этемле ӳт-пӗвӗпе суд умне тӑма тивнӗ пулин те, Турӑлла чун-чӗмӗпе чӗрӗлӗхе кӗрейччӗр тесе, вилнисене Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.
Выбор основного перевода