Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм. Эпӗ сирӗн патӑра пырайман пирки сирӗнтен хӑшӗ-пӗри мӑнаҫлансах кайнӑ. Эпир Тит килнишӗн кӑна мар, вӑл сирӗн патӑртан хавхаланса килнишӗн савӑнтӑмӑр. Тит пире эсир тӑрӑшни, кулянни, маншӑн тем тума та хатӗр пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вара эпӗ тата ытларах савӑнса кайрӑм. Пӑхӑр-ха, Турӑшӑн хуйхӑрни сире епле тимлекен, каҫару ыйтакан турӗ. Тата эсир ҫылӑха кӗнӗ ҫынна еплерех тарӑхатӑр, еплерех хӑраса пӑшӑрханатӑр, пирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленетӗр. Ҫылӑхлине айӑплас кӑмӑлӑр тата еплерех пысӑк! Эсир ҫав ӗҫре хӑвӑр таса пулнине пур тӗлӗшӗнчен те кӑтартса патӑр.
Выбор основного перевода