Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ». Епле-ха тата, пӗр-пӗринпе хирӗҫмелли сӑлтав тупӑнсан, сирӗнтен хӑшӗ-пӗри ӗненекен ушкӑнра мар, Турра хисеплеменнисем умӗнче судлашать? Ӗненекенсем ҫак тӗнчене суд тӑвассине пӗлместӗр-им? Тӗнчене суд тӑваканӗсем эсир пулатӑр пулсассӑн, чылай пӗчӗкрех ӗҫсене хӑвӑрах суд тума тивӗҫ мар-и? Эпир ангелсене те суд тӑвасса пӗлместӗр-им? Пурӑнан пурӑнӑҫри ӗҫсене те хамӑр тӗллӗн татса параймастпӑр-и? Эсир вара, пурӑнан пурӑнӑҫра хирӗҫмелли тупӑнсассӑн, ӗненекен ушкӑнра тӑман судьясем патне каятӑр. Ӗненменнисемпе хутшӑнни сая ан кайтӑр тесен, хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр.
Выбор основного перевода