Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр. Унта эпир ӗненекен тӑвансене тӗл пултӑмӑр, вӗсем пире хӑйсем патӗнче эрнелӗхе юлма ӳкӗте кӗртрӗҫ. Вара тин эпир Рима кайма тухрӑмӑр. Тусӑмсем! Усал тунишӗн ан тавӑрӑр, Турӑ ҫилли ҫитессе шанӑр. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Тавӑру ирӗкӗ Манра, тавӑраканӗ Эпӗ пулӑп“, – тет Хуҫа Турӑ». Сире намӑс пултӑр тесе калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан ӑслӑ-тӑнлӑ пӗр ҫын та ҫук-и сирӗн? Эсир тӑванпа тӑван судлашатӑр, ҫитменнине тата Турра хисеплеменнисем умӗнче.
Выбор основного перевода