Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ӗненменнисемпе пӗрле пӗр лава ан кӳлӗнӗр, вӗсем сире юлташ мар. Тӳрӗлӗхӗн йӗркесӗрлӗхпе мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпала тӗттӗмӗн мӗн пӗрлӗхӗ пур? Христоспала Велиар епле килӗштерччӗр? Е ӗненекенпе ӗненмен ҫын хушшинче мӗн пӗрлӗхӗ пур? Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». «Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».
Выбор основного перевода