Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр. Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӑслӑлӑх сӑмахне панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах пӗлӳлӗх сӑмахне панӑ. Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр. Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм.
Выбор основного перевода