Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Чи малтанах, хам мӗн илтни ҫинчен: чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнсан эсир пӗр-пӗринпе харкашатӑр иккен. Ҫакна эпӗ пӑртак ӗненетӗп те. Тата ҫакна каламалла: эсир пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулин те, ҫакна Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апатне туни теме ҫук. Эпир сирӗн умӑрта тӳрре тухма тӑрӑшатпӑр тесе шутламастӑр-и тата? Эпир, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, мӗн каланине Турӑ умӗнче калатпӑр. Эй, савнӑ ҫыннӑмсем! Ҫакна эпир йӑлтах сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр. Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне – Чиркӗве – тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ.
Выбор основного перевода