Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑнпа та кам хӑйне ҫак ача пек кӗҫӗне хума пултарайӗ, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи пулӗ. Ҫавна курсан Иисус, ҫилленсе, вӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн. Эсир ӗненӗве чунпа парӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ те сирӗншӗн савӑнатӑп. Ҫапах та ман сире ҫакна калассӑм пур: ырӑ тума ӑста пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр. Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ. Эппин, пирӗнтен хӑшӗ аталанса ҫитнӗ – ҫапла шухӑшлатӑр. Кам урӑхла шухӑшлать – Турӑ унӑн тӗрӗс мар шухӑшне те уҫӑмлатӗ. Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекен пулмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, анчах та сире Турӑ сӑмахне каллех пуҫламӑшӗнченех вӗрентмелле, сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ. Сӗтпе тӑранса пурӑнакан чӑнлӑх сӑмахне пӗлеймӗ, мӗншӗн тесен вӑл ача-ха. ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр.
Выбор основного перевода