Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ. Мӗншӗн тесен лешсем унччен хӑйсем пӗлмен чӗлхесемпе Турра мухтанине вӗсем илтнӗ. Вара Петр каланӑ: Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ. Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ. Пурин те сыватас пултарулӑх пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫаҫҫӗ-и? Тӗрлӗ чӗлхепе каланине пурте ӑнлантарса параяҫҫӗ-и? Этем чӗлхипе калаҫсан та, ангел чӗлхипе калаҫсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ – янӑракан чан е чӑнкӑртатакан кимвал ҫеҫ.
Выбор основного перевода