Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Эй, тӑвансем! Манӑн сире Турӑ Сывлӑшӗн парнисем пирки пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ. Ҫапах та пурте тата пысӑкрах пултарулӑх илесчӗ тесе тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире тата лайӑхрах ҫул-йӗр кӑтартса парӑп. Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп. Мӗн тунине йӑлтах юратса тӑвӑр.
Выбор основного перевода