Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Этемӗн пӗр ӳт-пӳ; ӳт-пӳ пайӗсем нумай, кашни пайӗ хӑйӗн ӗҫне тӑвать. Эпир те ҫавнашкалах: Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса пурте пӗр ӳт-пӳ шутланатпӑр, уйрӑмшарӑн вара пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем пулатпӑр. Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр. Кама Турӑ ячӗпе ҫынсемшӗн тӑрӑшма панӑ – тӑрӑштӑр, Турӑ сӑмахне вӗрентекен пулсан – вӗренттӗр, Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр. Пире кашнинех Христос ырӑлӑх виҫсе панӑ. Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.
Выбор основного перевода