Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Савӑнаканпа пӗрле савӑнӑр, йӗрекенпе пӗрле йӗрӗр. Эпир те ҫавнашкалах: Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса пурте пӗр ӳт-пӳ шутланатпӑр, уйрӑмшарӑн вара пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем пулатпӑр. Чиркӳ – Христос Ӳт-пӗвӗ, пурне те Тултараканӑн туллилӗхӗ пулса тӑрать. Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне – Чиркӗве – тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ. Мӗншӗн тесен Христос – Чиркӗвӗн Пуҫӗ те, Вӑлах – ӗненекенсене Ҫӑлаканӗ те пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулса тӑрать. Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ. Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп.
Выбор основного перевода