Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ. Ӗнтӗ ҫакна ан манӑр: ҫуралнӑ тӑрӑх, эсир тахҫан урӑх халӑх ҫыннисем шутланнӑ. Сире „ӳт кастарнӑ“ текеннисем „ӳт кастарманнисем“ тетчӗҫ. Ӳт кастарасси вара – этем аллипе тунӑ ӗҫ кӑна. Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ. Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ.
Выбор основного перевода