Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
ҫӗленсене алла тытӗҫ; пӗр-пӗр наркӑмӑш ӗҫсен те сиенленмӗҫ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, лешсем сывалӗҫ». Ҫӗрӳ, сутиччен, хӑвӑн марччӗ-им вара? Сутса тунӑ укҫупа хуҫаланма та хӑвӑн ирӗкӳ марччӗ-и? Ултав ҫулӗ ҫине мӗн тӑратрӗ-ха сана? Эсӗ халӗ ҫынсене мар, Турра улталарӑн вӗт-ха!» Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр. ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр. Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӗненес пултарулӑх панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах сыватас пултарулӑх панӑ. Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ. Юратулӑх патне ӑнтӑлӑр. Турӑ Сывлӑшӗн парнисене, уйрӑммӑнах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр. Пӗлмен чӗлхепе калаҫакан вара ҫынсемпе мар, Турӑпа калаҫать. Ӑна никам та ӑнланмасть, мӗншӗн тесен вӑрттӑнлӑха вӑл Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе пӗлтерет. Пророкла калаҫакан вара ҫынсене ӳкӗтлесе, хавхалантарса, лӑплантарса калаҫать. Пӗлмен чӗлхепе калаҫакан хӑйне хӑй ҫирӗплетет, пророкла калаҫакан вара ӗненекен ушкӑна ҫирӗплетет. Манӑн сире пурне те ҫапла пултарас килет: тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни аван, пророкла калаҫма пӗлни тата аванрах. Пророкла калаҫакан тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакантан ҫӳлерех тӑрать. Чӑн та, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, чиркӗве ҫирӗплетес тесе, хӑй сӑмахӗсене ӑнлантарса парсассӑн пророкла калаҫаканпа танлашма пултарать. Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп. Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп. Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ. Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ. Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне – Чиркӗве – тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ. Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ. Эсир савӑнмашкӑн пухӑннӑ малтанхи ывӑлсен Чиркӗвӗ патне ҫывхартӑр. Вӗсен ятне тӳпере ҫырса хунӑ. Эсир пурне те Суд тӑвакан Турӑ патне, паха шая ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсен чунӗсем патне ҫывхартӑр.
Выбор основного перевода