Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать. Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ. Кайран вара Турӑ ӑна Хӑй парас тенӗ пек кӳлепе парать, кашни вӑрлӑхӑн – хӑйӗн кӳлепи. Вӗсем пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ. Пуҫ йӗркелесе пынипе вара, шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе пӗтӗҫсе, пӗтӗм ӳт-пӳ Турӑ палӑртнӑ пек аталанать.
Выбор основного перевода