Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата йӗри-тавра ылтӑнланӑ халал арчи пулнӑ. Ҫав арчара маннӑ тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ кӑларнӑ туйи тата халал сӑмахӗсем ҫырнӑ чул хӑмасем пулнӑ. Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ. Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ. Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ. Унтан тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырмашкӑн пуҫла, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитнӗ!» Вара пӗлӗт ҫинче лараканӗ ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те ҫӗр ҫинчи тыр-пула вырса илчӗ. Кайран тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫурлаллӑ урӑх ангел тухрӗ, унӑн та ҫурли ҫивӗччӗ. Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпере Турӑ Ҫурчӗ – Таса кӗлӗ чатӑрӗ – уҫӑлнине куртӑм. Вара ҫиҫӗмсем ялтӑртатма пуҫларӗҫ, аслати кӗрлесе авӑтрӗ. Ҫав тери вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ. Кунашкалли этем ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман! Ҫынсем ҫине пӗлӗтрен темиҫе пӑт йывӑрӑш пӑр катӑкӗсем ҫурӗҫ. Ҫынсем, ҫакнашкал пӑр ҫунин инкекӗ пит пысӑк пулнӑран, асапа тӳсеймесӗр, Турра ылханчӗҫ.
Выбор основного перевода