Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: Вӑл ҫав кӗнекене илсенех ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вӗсенчен кашнин аллинчех кӗсле тата ырӑ шӑршӑллӑ фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑтчӗ; ку вӑл – сӑваплӑ ҫынсен кӗлли. Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ.
Выбор основного перевода